Паян Аҫӑмҫырмари вӑтам шкулта Чӑваш
чёлхи кунне халалласа пысӑк уяв иртрё. Ку мероприятие ачасем те, вёрентекенсем
те активлӑ хутшӑнчёҫ.
"Эпир чӑваш йӑхёнчен" вӑйӑ конкурсё
питё кӑсӑклӑ иртрё. Вёрентекенсемпе 11-класс ачисем чӑваш чёлхин тёрлё
ыйтӑвёсем ҫине хуравлӑрёҫ, чӑваш юррисем шӑрантарчёҫ, ташшипе вара пурне те
хавхалантарса ячёҫ. Вӑййа хаклаканёсем те ачасем хӑйсемех пулчёҫ, питё тӑрӑшса
ёҫлерёҫ. Тупӑшу ҫӳллё шайра иртрё. К. А. Осокина хӑйён илемлё юррисемпе
куракансене савӑнтарчё. Пурте пёрле савӑнчёҫ, уяв ячёпе пёр-пёрне саламларёҫ.