Аҫӑмҫырма шкулӗнче Чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалласа ака уйӑхӗн 23- мӗшӗнче "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акци иртрӗ.
. Аҫӑмҫырмари вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те ҫак мероприятие хаваспах хутшӑнчӗҫ. Ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсемпе волонтерсем те кӑмӑлпах ҫырчӗҫ диктанта. Пурӗ хӗрӗх виҫӗ ҫын хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.. Алиса Миронова ҫырнинчен илнӗ тӗслӗх пурне те килӗшрӗ.
. Туслӑх - пысӑк пуянлӑх пулнине чӗрепе туйса ҫӗр - шывшӑн малалла та ырӑ ӗҫсем тумаллине шута илсе хавхаланчӗҫ акцие хутшӑнаканнисем.
. Автор туслӑха ачаранах хаклама вӗренни чӑн - чӑн ҫын пулма пулӑшать тени пуриншӗн те асра юлчӗ.
. Ҫапла вара, пӗрлӗх вӑй парать, туслӑх телей кӳрет тесе пӗтӗмлетрӗҫ акцие хутшӑнакансем.
Больше фото в альбоме:
vk.ru/album-215655034_3092...