Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

                                                                                                                   Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ

              Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма йышăннă, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. 

        И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни, чӑваш учителӗсем хатӗрлени.

  Иван Яковлевича сума суса Аçăмçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунне уявларĕç. Чӑрӑш-Хирлеп шкулӗнче „Янра,чăваш чĕлхи!” уяв концерчĕ иртрĕ.  Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă ачасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çак хаваслă кун хитре чăваш  юррисем шăранчĕç,  сăвăсем янăрарĕç.  Шÿтлĕ сценка выляма та ăста вĕренекенсем. «Шӳлкеме» шкул театрĕн маттурӗсем «Ҫил ачисем» чăваш халăх юмахне питĕ аван вылярĕç.

 Уяв  чуна тыткăнларĕ. Вăл чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă пулнине кăтартса пачĕ.
                                                                                                                                                                 Ильина С.М.